Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ.
Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ.
Паян ирхи 9 сехетре Шупашкар округӗнчи Хыркасы ялӗнче вырӑнти администраци ҫурчӗ ҫуннӑ. Ҫулӑм пӗтӗм зданире сарӑлнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ. Вырӑна
пӗтӗмпе 6 пушар машини ҫитнӗ. Ҫулӑм 100 тӑваткал метр лаптӑка сиенлетнӗ. Шалти отделка самаях шар курнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӗ режимра ӗҫленипе тухнӑ.
Раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра Мария Симакова ӳнерҫӗн (1934-2021) хайлавӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Экспозицие «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗрри) ят панӑ.
Мария Симакова Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ, «Паха тӗрӗ» хапрӑкра художникра чылай ҫул ӗҫленӗ ҫак маттур кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайрӗ. Вӑл — «РСФСР халӑх ӑсти» (1991), «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1995); «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ» (2008).
Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Кӳкеҫри культура ҫуртӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Чунӑм, Лиза-Акулина» спектакль кӑтартнӑ.
Аса илтерер: асӑннӑ ӗҫе Александр Пушкинӑн «Барышня-крестьянка» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Романтикӑлла камите лартассипе Светлана Зверева художник, Чӑваш Енӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Андрей Галкин композитор, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова хореограф ӗҫленӗ. Спектаклӗн режиссёрӗ — Наталия Сергеева. Спектакль валли Пушкин хайлавне Лидия Филиппова чӑвашла куҫарнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Вера Блинова Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хӑйсен тӑрӑхӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Унччен Шупашкар округӗнче кун пек ӗҫе никам та пурнӑҫламан.
Халӗ Вера Блиновӑн ӗҫӗ «Бичурин тата хальхи самана» музей фондне пуянлатать.
Шупашкар округӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Валериан Лаврентьевичпа Римма Михайловна Лаврентьевсем ылтӑн туя, паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ.
Мӑшӑр ачасем ҫуратса ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑрса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӑхма пулӑшаҫҫӗ.
Кӗҫӗр республикӑра ҫил вӑйланнӑран темиҫе округри ялсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ: Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Красноармейски районӗсенче. Пӗтӗмпе 8,2 пин ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ку – ирхи 6 сехет тӗлне. Хальхи вӑхӑтра 6 бригада, 18 ҫын, 6 техника ӗҫлеҫҫӗ.
«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине ҫил каллех вӑйланӗ. Тунтикун кӑна лӑпланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче – Чӑваш тӗррин кунӗ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсем тимӗр хапхине чӑваш наци тӗррипе илемлетнӗ.
Вӗсем хапха ҫине чӑваш эрешне хӗрлӗ сӑрӑпа ӳкерсе хунӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствин коллегийӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Мероприятие коллеги членӗсем, министерствӑн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, районсемпе хуласен администрацийӗсен культура пайӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Ларӑва культура министрӗ Светлана Каликова уҫнӑ.
Вӑл «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнисене саламланӑ. Ҫав йыша — Шупашкар муниципаллӑ округӗн Тӗп культура центрӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева; Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗн «Ветеран» халӑх хорӗн хормейстерӗ Светлана Муллина; Комсомольски округӗнчи тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина.
Кӑҫал республикӑри колхоз театрӗсене пуҫарса янӑранпа 90 ҫул ҫитнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ҫавна Шупашкар районӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ те ӗнтӗ. Чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче вара Патӑрьелте республикӑри халӑх театрӗсен анлӑ фестивалӗ иртӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Апашри халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ячӗллӗ Апаш халӑх театрӗ уява хатӗрленсе Н. Угарин пьесипе лартнӑ «Юнланнӑ пӗркенчӗк» спектаклӗн пӗр сыпӑкне сцена ҫине тепӗр хут кӑларас тесе ӗҫлеме тытӑннӑ та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сергеев Леонид Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ахрат Иван Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Виталий Петрович, этнограф, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Вячеслав Никитич, РСФСР тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Комсомольски районӗнчи Урмаелте «Кара Пулат» мичете уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |